Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ Юр кӗлеткесем
Юр кӗлеткесем

Ҫӗнӗ Ҫул уявне кӗтсе илме Хӗрлӗ Чутай районӗнчи кашни ялах тӑрӑшса хатӗрленет. Кив Атикассинчи Культура ҫурчӗ умӗнчи площадка ҫак кунсенче юмахри сӑнарсемпе тулса ларчӗ.

Каҫсерен кунта илемлӗ чӑрӑш иртен-каякана савӑнтарать. Кунтах Аслӑ Хӗл Мучипе Юрпике тата вӗсен тусӗсем — тепӗр тӑватӑ Хӗл Мучи. 2014 ҫул хуҫи лаша ҫула тухма хатӗр. Иртнӗ Олимп элемӗ — упа, икӗ пингвин, икӗ матрешка. Кунтах юр тӑвайкки те ӑсталаса лартнӑ.

Илемлӗ кӳлепесене ӑсталанӑ ҫӗрте уйрӑмах библиотека ӗҫченӗ Ираида Аксакова, Кив Атикаси Культура керменӗн тата Ҫӗнӗ Атикасси клубӗн методисчӗсем Галина Гордеевӑпа Вячеслав Бармин хастар пулнӑ. Ытти культура работникӗсем те, кашниех, пултарнӑ таран пулӑшнӑ. «Ҫӗнӗ Ҫула пӗрле, хаваслӑн кӗтсе илӗпӗр!» — теҫҫӗ юр кӗлеткесем.

Сӑнсем (19)

 

Ял пурнӑҫӗ Йӗпреҫ райповӗн ҫурчӗ
Йӗпреҫ райповӗн ҫурчӗ

Йӗпреҫ районӗн потребительсен обществин Смычка ялӗнче вырнаҫнӑ лавккине 300 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ.

Хайхи тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ку лавккара срокӗ пилӗк уйӑх каяллах тухнӑ консервӑсене сутнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне кунта сутӑнакан хӑш-пӗр сӗт-ҫу таварӗн, пельменӗн тата котлетӑн сутмалли вӑхӑчӗ уйӑх каялла иртсе кайнӑ пулнӑ.

Ҫапла май лавккан юрӑхсӑр тавар сутнӑшӑн административлӑ явап тытма тивнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/67639
 

Ял пурнӑҫӗ

Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Ермакова Марфа Филипповна 100 ҫул тултарчӗ.

Ӑна саламлама Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Осипов, Туҫа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Перепелкин, тата ытти тӳре-шара ҫитрӗҫ. Ҫӗр ҫул тултарнӑ кинемее хӑнасем парнесем пачӗҫ — чечексем те пулчӗҫ, Владимир Путин алӑ пуснӑ открыткӑ та.

Марфа Филипповна хӑй юнашарти Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялта ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл Иван Алексеевича качча тухнӑ. Нумая тӑсӑлман вӗсен телейлӗ пурнӑҫӗ — 1941 ҫулта упӑшки вӑрҫа тухса кайнӑ. 1944 ҫулта сусӑрланса таврӑннӑ, 56 ҫула ҫитсен ҫӗре кӗнӗ. Марфа Филипповна упӑшкине 4 ача ура ҫине тӑратнӑ, хальхи вӑхӑтра 10 мӑнук тата 11 мӑнук ачи.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Тури Хурасан ялӗнче пурӑнакан Надежда Афанасьева ялти клуба хӑй туприпе юсанӑ. Ун валли кинемейӗн ӗнепе пӑру та сутма, банкран кивҫен укҫа та илме тивнӗ. Юрать-ха, ачисем ватта ӑнланнӑ — чарман. Ӗҫне пуҫӑнсан ял ҫыннисем те пулӑшнӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ҫурт кинемейӗн аслашшӗпе асламӑшӗн пӳрчӗ пулнӑ. Унтах унӑн ашшӗ ҫуралнӑ. Аслашшӗне репрессиленӗ хыҫҫӑн ҫурт вырӑнти колхоза панӑ та клуба ҫавӑрнӑ. Ҫав ҫулсенче клубра концертсем те лартнӑ, ҫӗнӗ мӑшӑрсене те ҫырӑнтарнӑ. Самани улшӑнса кайнӑ хыҫҫӑн ҫурт никама та кирлӗ мар тӑрса юлнӑ. Унтанпа 14 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра сӗтӗрмеллине сӗтӗрсе-ҫаратса пӗтернӗ. Йӑх-несӗлсен ҫурчӗ ҫапла япӑхса-юхӑнни Надежда Афанасьева чунне хытах хурлантарнӑ. Ҫавӑнпах вӑл ӑна юсас ӗҫе кӳлӗннӗ. Паян унта ял ҫыннисем пӗрле пухӑнса лараҫҫӗ.

Халӗ кинемее юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт никам балансӗ ҫинче те марри кӑна пӑшӑрхантарать. Ял халӑхӗ пухӑннӑ каҫсенче ҫутта вӑл хӑй килӗнчен парса тӑрать.

 

Ял пурнӑҫӗ

Калӑн, пӗве юсанӑ. Анчах Муркаш районӗнчи Купӑрля пӗви ахальскер мар. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗн Николай Никольскин ашшӗ тунӑ пулнӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗве япӑхма тытӑнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тӑр. Тепӗр тесен, эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна юсамасӑрах пурӑнман пулӗ. Ахальлӗн ҫавӑн чухлӗ ҫул хушшинче вӑл тахҫанах япӑхса юрӑхсӑра тухса каймалла. Халӗ вара пӗверен ытла пӗве пуҫӗ патӗнчен иртекен асфальт ҫул шывпа йӗпенсе тӑма тытӑннӑ. Пӗвене юсамасан ҫул та япӑхса кайма пултарнӑ.

Вырӑнти ял тӑрӑхӗ халӑха пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлемен. Ара, пӗве выльӑх-чӗрлӗхе тата йӑрана шӑварма та, пушар тавраш (усалли ан пултӑр та) тухсан шыв илме те кирлӗ-ҫке. Ильич ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ техника уйӑрса панӑ. Ял ҫыннисенчен Л.В. Прокопьев, В.В. Ипатьев, М.М. Васильев, А.Н. Никифоров уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫленӗ-мӗн.

Сӑнсем (9)

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫуркуннепе кӗркунне мӗн чухлӗ йывӑҫ лартнине шута илсен пирӗн тӑрӑхри ял-хуласем тахҫанах вӑрмана ҫаврӑнмалла пек. Анчах лартнипе кӑна ҫырлахмалла мар-ҫке, пӑхмалла та мар.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче йывӑҫ-тӗмсене йӗркеллӗ хӗл каҫарма тӑрӑшаҫҫӗ. Юр хӳсе лартиччен унта ҫамрӑк хунавсене ятарлӑ картапа тытса ҫавӑрнӑ. Чӑрӑшсемпе туясене вӗсем юр ватса пӗтересрен пулӑшасса шанаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Хурӑнлӑх тавралӑхӗ. Н. Плотников сӑнӗ
Хурӑнлӑх тавралӑхӗ. Н. Плотников сӑнӗ

Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче экологи эрни йӗркеленӗ-мӗн — ун шайӗнче Хурӑнлӑх ялӗ ҫумӗнчи пысӑк пӗвене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 61 михӗ пуҫтарӑннӑ. Ҫак ӗҫе йӗркелекенӗ — Са­ра­па­кас­си ял тӑ­рӑ­хӗн­чи ве­те­ран­сен ер­тӳ­ҫи Оль­га Д­мит­рие­ва.

Мӗн кӑ­на хӑвармаҫҫӗ пуль ҫак таврана канма килекенсемпе пулӑ тытакансем. Кан­тӑк, плас­тик кӗ­лен­че­сем, кон­сер­ва бан­ки­сем, по­лиэ­ти­лен ху­та­ҫӗ­сем пӗтӗм тав­ра­лӑ­х илемне пӑсса выртнӑ. Ял ҫын­ни­се­не ҫа­кӑ пи­тӗ ки­лӗш­мест. Ҫа­вӑн­па та ир­хи­не кӗ­тӳ яр­са­нах ҫын­сем ал­ла ми­хӗ­сем йӑт­са пӗве хӗр­ри­не вас­ка­нӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре парксен йышӗ пӗрре маррине пӗлетӗр пулӗ. Кӑҫал вара вӗсем пӗринче ача-пӑча паркне ӑҫталама пуҫланӑ. Ҫуллахи вӑхӑтрах тытӑннӑ — нимелле чуччу, турник тата сак ӑсталаса лартнӑ.

Кӗр вӑхӑтӗнче те ӗҫ сӳнсе ларман кивӗэйпеҫсен — ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Казанцев Василий Петрович ертсе пынипе ача-пӑча парне маллалла ӑсталаҫҫӗ. Хальхинче каток валли вырӑн тума татӑнчӗҫ. Материалӗпе Казанцев А.Н. тивӗҫтернӗ иккен, Лебедев А.Н. вара платник ӗҫне тӑвать — савалать, касать, якатать. Ӗҫе вӗҫлесен ку парк ачасемшӗн чӑн та чаплӑ вырӑн пулма тивӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкассинчи Вӑтам Ҫавал юханшывӗ ҫинче плотинӑна тӗплӗн юсама тытӑннӑ. Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫ валли пурӗ 9,1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ку виҫерен пысӑк пайӗ, 8 миллионӗ, федераци хыснинчен килнӗ. 700 пинне республика хыснинчен уйӑрса хӑварнӑ, 290-шне — вырӑнти бюджетран.

Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, плотинӑна юсама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ. иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче туса лартнӑскер ишӗлме пуҫланӑ.

Юсав епле пынипе паллашма ӗнер унта ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Евгений Юшин тата вырӑнти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Павлов плотинӑна юсанӑшӑн ҫынсем савӑннине палӑртнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫак кунсенче Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗнче ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Унта ҫӗр лаптӑкӗ 5 476 гектарпа танлашать иккен, ҫав шутран пысӑк пайӗ, 4 356-шӗ, ял хуҫалӑх тӗллевли. Юлашкинчен асӑннинчен пысӑк пайӗ вырӑнти «Шимкусский» коооперативӑн тата Н.В. Морякова фермерӑн.

Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗ хуҫасӑр 79 ҫӗр пайне харпӑрлӑха куҫарассипе ҫине тӑрать иккен. Лаптӑкпа пӑхсан, ку вӑл 165 гектар пухӑнать. Йӑлари хытӑ каяшсене турттарма пӗр предприятипе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкнӑ икӗ факт пӗлтӗр пулнӑ-ха. Ҫӳп-ҫапа пырса тӑкнӑ ҫынсене тупса хайхисене штрафламалла тунӑ. Хальхи вӑхӑтра Турикас Тушкил тӑрӑхӗнче тек кӑлтӑк асӑрхаман.

 

Страницӑсем: 1 ... 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, [66], 67
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ҫӗртме, 23

1960
64
Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ.
1983
41
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй